Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефейкин Аким Кузьмич

Ефейкин Аким Кузьмич — биологи ӑслӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор. 1902 ҫулхи авӑнӑн 11-мешӗнче Элӗк районӗнчи Тимӗрҫкассинче ҫуралнӑ. 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Ленин тата Хӗрлӗ Ӗҫлӗх Ялавӗн орденӗсене, медальсене тивӗҫнӗ. Ӑна ЧАССР тата РСФСР Аслӑ Канашӗсен Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. ЧАССР Аслӑ Канаш депутачӗ те пулнӑ.

Кун-ҫулӗ

Аким Кузьмич хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вунӑ ҫула кайсан вӑл Ҫулавӑҫ ялӗнчи шкулта вӗренме пуҫланӑ, унтан Элӗкри пуҫламӑш аслӑ училищӗре пӗлӗве ӳстернӗ.

1923 ҫулта Шупашкарти рабфака вӗренме кӗнӗ. Ҫулталӑкран ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Ӑслӑлӑх ҫулӗпе утма ҫирӗп тӗллев тытнӑ каччӑ хӗсмет вӑхӑчӗ тухичченех Хусанти хӗвелтухӑҫ педагогика институтне вӗренме кӗнӗ — студент чухнех тӗпчев ӗҫсене кӳленет, уйрӑмах генетикӑпа кӑсӑкланать.

1934 ҫулта «Ӳсентӑрансен генетики» специальноҫпе Ленинградри патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра ӑнӑҫлӑ хӳтӗленсе Шупашкара таврӑнать, Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Аким Ефейкина кунта биологи тата ӳсентӑрансен физиологийӗн кафедрине ертсе пыма шанса параҫҫӗ.

1939 ҫулта ӑнӑҫлӑ хӳтӗленсе биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑрать.

Ӗҫӗсем

А.К. Ефейкин 1956 ҫулта «Онтогенез и мерис — тема покрытосемянных растений» темӑпа СССР АН В.Л. Комаров ячӗпе хисепленекен ботаника институтӗнче диссертации хӳтенӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ пулса тӑнӑ. Кӗҫех ӑна профессор ятне те панӑ. Элӗк районне илес пулсан ҫак ята вӑл чи малтан тивӗҫнисенчен пӗри шутланать.

Пултаруллӑ ӑсчахӑн ӗҫӗсем «СССР Ӑслӑх академийӗн доклачӗсем», «Ботаника журналӗ», «Генетика» журналсенче, ытти ӑслӑлӑх кӑларӑмсенче чылай пичетленнӗ.

Вӑл ерте пынипе темиҫе аспирант диссертации хатӗрлесе хӳтӗленӗ.

Вуламалли

  • Л.И. Ефимов, «Элӗк Енӗ», Элӗк, 1994.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-09-11 22:09:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6028 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем